Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре пур район та муниципалитет округӗ пулса тӑмалла. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер пӗлтернӗ.
Хальлӗхе муниципалитет округӗсем Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем пулса тӑнӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен унта ҫӗнӗ влаҫ органӗсем туллин ӗҫлесе каймалла.
Майӗпен ку ытти район ҫине те куҫӗ. Хӑш-пӗр районта ҫитес вӑхӑтрах ку енӗпе халӑх итлевӗ пулмалла. Ҫапла майпа вырӑнти тӳре-шаран ӗҫ пахалӑхӗ ӳсессине ӗнентереҫҫӗ. Ку вара халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатать.
Прокуратура ӗҫченӗсем Красноармейски районӗнче ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсемпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне илсен, муниципалитетра усӑ курман ҫӗрсем самай. Пурӗ 7073 гектар. Хальхи вӑхӑта илсен вӗсенчен 5519 гектарне ҫеҫ пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Ку вӑл усӑ курман ҫӗрсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗн 78 проценчӗ пулать.
Прокуратура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Красноармейски районӗнчи ял тӑрӑхӗсем хуҫи ҫук ҫӗр пайӗсене суд урлӑ муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассипе, унтан патшалӑх регистрацийӗ витӗр кӑларассипе ҫине тӑмаҫҫӗ.
Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Красноармейски районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – ҫӗнӗ прокурор. Ку пукана 36 ҫулти юстици советникӗ Ленар Карама йышӑннӑ.
Ленар Зелфинасович Карама Патӑрьел районӗнче 1986 ҫулта ҫуралнӑ. 2007 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Красноармейски районӗнчи прокуратура следователӗ пулнӑ. Унтан Шупашкарта аслӑ следователь пулнӑ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ.
2019 ҫултанпа Ленар Карама Ҫӗмӗрлери районсен хушшинчи прокурор ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Халӗ ав ҫӗнӗ ӗҫе куҫнӑ.
«Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) телеканал кӑтартакан «Привет, Андрей» телекӑларӑма тата тепӗр чӑваш артистки хутшӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи кӑларӑмра Вологда облаҫӗнчи Светлана Калачевӑна кӑтартнӑ. Вӑл чӑвашла тата вырӑсла юрласа панӑ.
Светлана Трак енчи Кӳлхӗрри ялӗнчен иккен. Тӑван тӑрӑхран тухса кайнӑскер Вологда облаҫӗнче тӗпленнӗ. Унти Кадуй районӗнчи Никольское ялӗнчи культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫинче 20 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри Александр Ганичев купӑсҫӑпа (вӑл «Жар-птица» телеканалта «Раҫҫей купӑсҫисем» телекӑларӑма ертсе пырать, «Русская гармонь» продюсер центрӗн ертӳҫи) иккӗшӗ Раҫҫей тӑрӑх гастрольсемпе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем Иркутскран пуҫласа Крым таран ҫитнӗ. Вӗсен репертуарӗнче — халӑх юррисем.
Ҫӗршыври паллӑ телеертӳҫӗсенчен пӗри, Андрей Малахов, ертсе пыракан передачӑн чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче эфира тухнӑ кӑларӑмӗнче Чӑваш Республикин халӑх артисткине Ирина Шркинӑна кӑтартнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ентешӗмӗре Валерий Семин музыкант пултарулӑхне халалланӑ телекӑларӑма йыхравланӑччӗ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Интернет урлӑ вӑл икӗ костюм туянас тенӗ, анчах 3,5 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Костюм сутасси ҫинчен пӗлтернине хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине асӑрханӑ. Хак йӳннине кура вӑл укҫана та шикленмесӗрех куҫарса панӑ. Кӗтнӗ тавар вырӑнне хӗрарӑма кушак туалетне тултармалли хатӗр ярса панӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫын Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын иккен. Ҫавскер унччен те ҫынсене улталанӑ, уншӑн судпа та айӑпланнӑ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пирӗн республикӑра канмалли кунсем тесе йышӑннӑ. Тӳрех палӑртар: Олег Николаев Элтеперӗн ҫак йышӑнӑвӗ пурне те пырса тивмӗ.
Суту-илӳ объекчӗсенчен аптекӑсем, ҫыхӑну салонӗсем тата магазинсем ӗҫлӗҫ. Лавккасем тенӗрен, апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ.
Вулавӑшсене, театрсемпе кинотеатрсене, мунчасемпе саунӑсене, илем салонӗсемпе фитнес-центрсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене хупса хурӗҫ.
Татти-сыпписӗр ӗҫлекен организацисем (сӑмахран, апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсем, почта, транспорт), больницӑсем хальхиллех тӑрӑшӗҫ. Кафесемпе ресторансене илсен, COVID-free статусӗллисемпе апат-ҫимӗҫе киле леҫсе параканнисем е апата илсе тухмалла сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ.
Республикӑри 9 муниципалитетра канмалли кунсем паянтан пуҫланнӑ. Кунта Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ. Вӗсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗч.
ЮПА | 25 |
Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ мунча ҫуннӑ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче йӑлтах ҫунса кайнӑ.
Шӑматкун Шупашкарти Богданкӑра Серафимович урамӗнчи мунча кӑнтӑрла ҫуннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мӑрье тӗрӗс мар ӗҫленӗрен тухнӑ.
Ҫав кунах Куславккара та мунча ҫуннӑ. Унта ҫулӑм ҫапӑнмалли пӳлӗме ҫеҫ сиенлетнӗ. Мунчана хуҫисем тӗрӗс мар хутнӑран пушар тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Вырсарникун Красноармейски районӗнич Туҫи Чуракасси ялӗнче тата Улатӑрта мунча ҫуннӑ. Ку тӗслӗхсенче пӗтӗмпех ҫунса кайнӑ.
Чӑваш Енре «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсем хушшинчи конкурса пӗтӗмлетнӗ.
«Ылтӑн алӑ» номинацире Етӗрне районӗнчи Наталия Иванова ҫӗнтернӗ, «Тӗпел хуҫи» номинацире — Ӗренпур облаҫӗнчи Надежда Сафронова, «Пултарулӑх ҫӑлкуҫӗнче» — Муркаш районӗнчи Светлана Иванова-Мерчен, «Эткер пирӗштийӗнче» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Людмила Герасимова, «Ӑс-хакӑл арчинче» — Красноармейски районӗнчи Любовь Платонова.
Гран-прие Патӑрьел районӗнчи Вероника Кузнецова ҫӗнсе илнӗ. Ӑна Чӑваш Енри санаторисенчен пӗринче канма путёвка панӑ. Унта вӑл мӑшӑрӗпе кайӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски районӗнче икӗ маршрут хупӑнни пирки пӗлтернӗ. Вӑл вӗсен вырӑнне вӑхӑтлӑх перевозчиксем килмеллине каланӑ. Ку ҫитес эрнерен пулӗ.
«Хӑйне перевозчик текен харпӑр усламҫӑ водительсем ҫитменнине тытнӑ та «Шывпуҫ – Алманчӑ – Шупашкар», «Красноармейски – Шупашкар» маршрутсене хупса лартнӑ. Ҫапла вӑл сахалтан та 236 ҫынна транспорт ҫыхӑнӑвӗсӗр хӑварнӑ.
Олег Николаев прокуратурӑна ҫак перевозчик тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма хушнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ кунлӑх сасӑлав тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Сасӑлав правипе усӑ курас кӑмӑллисем унта ирхи 8 сехет хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма пултарӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫынсене йышӑнма хатӗр. Вӗсем пирӗн республикӑра пурӗ 1108 шутланаҫҫӗ.
Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче РФ Патшалӑх Думин саккӑрмӗш созыври депутачӗсене, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созыври депутачӗсене, хӑш-пӗр муниципалитетра Депутатсен вырӑнти пухӑвӗсене депутатсене суйлама май пулӗ. Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсенче Депутатсен пухӑвӗсен пӗрремӗш созывне депутатсене суйлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.